И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи нумаях пулмасть тӑван Елчӗк районӗнчи икӗ вӑтам шкулта: Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑварисенче — пулнӑ. Унта вӑл ачасемпе тӗл пулса профориентаци енӗпе калаҫнӑ.
Хӑйне кӑмӑлтан кӗтсе илнӗшӗн Елена Нарпи шкул директорӗсене чунтан тав тунӑ. Кунсӑр пуҫне ачасем тӑван чӗлхепе калаҫнине палӑртса хӑварнӑ.
«Елчӗк районӗнчи ачасем шакӑртаттарса чӑвашла калаҫни вара чӑннипех те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лащ Таяпа ялӗнчи шкулта Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Олег Мустаева асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: маттур чӑваш арӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Олег Мустаев — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Елчӗк районӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ.
Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ, 2017 ҫулта ӑна Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ пулма шаннӑ.
Елчӗк районӗнчи арҫын ача Мускавран чемпион пулса таврӑннӑ.
Миша Миллин вырӑнти «Улӑп» спорт шкулӗнчи ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен секкцине ҫӳрет. Ачана ӑсталӑха Сергей Александров тренер хӑнӑхтарать. Ҫамрӑк спортсмена вӑл Спорт (ирӗклӗ) кӗрешӳ енӗпе иртекен регионсем хушшинчи турнира кайма сӗннӗ.
2013–2015 ҫулсенче ҫуралнӑ, 25 килограмран ҫӑмӑлтарах таякан арҫын ачасемпе кӗрешсе Елчӗк арҫын ача ыттисене ҫӗнтерме пултарнӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче тахҫан участок пульници пулнӑ. Унта поликлиника та, стационар уйрӑмӗсем те пулнӑ. Ҫав ҫурт кивелнӗ, ӑна юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ.
Кивӗ ҫуртра сивӗ, хӑтлӑ мар пулнӑ. Пациентсенчен те ҫӑхавсем тӑтӑшах килнӗ. Экспертсем ҫурта юсанин усси ҫук тесе пӗтӗмлетнӗ. Ҫитменнине, ялта ҫыннисем те сахалланса юлнӑ.
Ҫавна май ялта тухтӑр амбулаторийӗ, хӑйне евӗр микрополиклиника, тума йышӑннӑ. Ун валли 35 ытла миллион тенкӗ кирлӗ. Аукциона выляса илнӗ подрядчик никӗсне яма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ амбулаторие ҫитес хӗл валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Унта 1,5 пин ытла ҫын ҫӳрӗ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын хӗлле никам та пурӑнман ҫурта чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унтан вӑл электроплита, тимӗр профильсем тата пӑтасем вӑрланӑ. Пӗтӗмпе - 3 пин тенкӗлӗх. Хайхискер урайне пирус тӗпӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Ку кӑна мар, вӑл "пысӑккипе" ҫавӑнтах тула кайнӑ.
Ҫак биологи материалӗсемпе шыраса тупнӑ та ҫав арҫынна. Экспертиза ку ӗҫе вӑл тунине ҫирӗплетнӗ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ. Вӑл пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ.
Елчӗк районӗнчи 41 ҫулти арҫынна амӑшӗн ҫуртне чӗртсе янӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпе район прокуратури айӑплава ҫирӗплетнӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫак арҫын амӑшӗн килне пынӑ та бензин сапса чӗртсе янӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл унта газ балонне йӑтса кӗнӗ. Юрать, амӑшӗ килте пулман. Ывӑлӗ вӑл ӑна эрех илме укҫа паманшӑн тарӑхнӑ-мӗн.
Телее, амӑшӗ пушар тухнине часах асӑрханӑ. Ҫулӑма кӳршисем, пушарнӑйсем пулӑшнипе сӳнтернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче арҫын укҫа паманшӑн амӑшне вӗлерессипе те хӑратни ҫиеле тухнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр темиҫе яла интернет кӗртсе парӗҫ. Ялӗсене вара нумаях пулмасть, кӗркунне, сасӑлав мелӗпе палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал чи малтан ҫак ялсене интернет кӗртсе парӗҫ: Патӑрьел районӗнчи Упамса ялне, Елчӗк районӗнчи Шӑмалака, Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялне тата Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫлине.
Кӑҫал пӗтӗмпе 1800 яла иртернетпа тивӗҫтерӗҫ.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗренекен ҫамрӑксем фольклор экспедицийӗнче пулнӑ.
Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче халӑх юррисене пӗччен тата хорпа юрлама вӗрентекен уйрӑмра ӑс пухакан яшсемпе хӗрсем Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва ялне ҫитсе килнӗ. Унта анатри чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.
«Музыка училищи — чӑвашсен фольклорне пухассипе, тӗпчессипе тата аталантарассипе ҫине тӑрса ӗҫлекен республикӑри пӗртен-пӗр вӗрентӳ учрежденийӗ. Ун пек тӗллевпе эпир час-часах тухса ҫӳреме тӑрӑшатпӑр», — тенӗ вӗрентӳ заведенийӗнче ӗҫлекен Людмила Петухова.
Чӑваш Енре 100 ҫултан иртнӗ 165 ҫын пурӑнать. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ӗмӗрлисен йышӗ 35 процент ӳснӗ.
Республикӑри чи ватӑ ҫын – 106 ҫулта. Вӑл – хӗрарӑм. Чи ватӑ арҫын вара 103 ҫул тултарнӑ. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Елчӗк районӗнче тӗпленнӗ.
Чӑваш Енре 90 ҫултан аслӑрах 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра аслӑ ӳсӗмри 300 пине яхӑн ҫын тӗпленнӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре кӗрхи призыв яланхи пек юпан 1-мӗшӗнче мар, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Халӗ республикӑра каччӑсене салтака ӑсатаҫҫӗ.
Елчӗк районӗн ҫыннисем ӗлӗкхи йӑла-йӗркене пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Вӑрӑмхӑва ялӗнчи халӑх Павел Карсакова тата Павел Сайкина салтак юрри юрласа, ал шӑллисем ҫакса ҫара ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |